Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче ӗҫленӗ арҫын муниципалитет ҫӗрӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗре аукцион ирттермесӗр йӳнӗ хакпа хӑйӗн пӗлӗшне тата тӑванне сутнӑҫи тунӑ. Кайран ҫав лаптӑкран пӗрне 2021 ҫулта сутса янӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫав ҫын хыснана 3 миллион та 378 пин тенкӗлӗх тӑкак кунӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе район судне ярса панӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ шкула паллӑ ентешсен ятне панӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ паллӑ чӑваш композиторӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫавӑн пек шкул Анатолий Тогаев музыка ӗҫченӗ тата композтор ячӗпе хисепленсе тӑма тытӑннӑ. Анатолий Тогаев асӑннӑ районти Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗ Олимпиада Агакова ячӗпе хисепленсе тӑрать. Олимпиада Агакова — паллӑ юрӑҫ тата педагог, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ артистки.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ Герман Лебедев композитор ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.
Герман Лебедев — паллӑ чӑваш композиторӗ, хор дирижёрӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
«Вӗренӳ учрежденийӗ кӑҫал 50 ҫул тултарать. Шкула паллӑ ентеш ятне пани пысӑк чыс. Ҫитменнине тата кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пирӗн республика Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявлӗ», — хавхаланса палӑртнӑ шкул директорӗ Людмила Абдулкина.
Герман Лебедев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисемпе 400-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл — симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсен, 13 вокалпа хореографи сюитин авторӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗнчи насос станцийӗнче сигнализаци ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗрле – овчарка та.
Ингул ятлӑ йытӑ станцие кӗме хӑтланнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ, пӗр ҫухрӑм кайса ун патне илсе ҫитернӗ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем Кӳлӗ урамӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ патне ҫитсе тӑнӑ.
Каччӑ 43 ҫулти пӗлӗшӗпе станцие кӗме хӑтланни пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.
Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук. Ал-ури ҫыпӑҫать теҫҫӗ ун пек ҫынсем пирки. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ мини-трактор пуҫтарнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне пӗрре юрҫӳрен те пуҫтарса пӑхнӑ, анчах конструкци ӑнӑҫлах пулманран вӗҫне ҫитермен. «Тапратса тухрӑм та пӗрле ӗҫлекенсем пурте сиксе тухрӗҫ», — каласа пачӗ пӗррехинче. Йӗлтӗрӗсене кирлӗ пек туманран ӗнтӗ, шел те, юрҫӳрене итлеттереймен. Вара алӑ сулнӑ. Калас пулать, вӑл вӑхӑтра хальхи пек кашни ялта 2-4-шар юрҫӳрен пулман…
Ачи-пӑчисем пурте ҫитӗнсе ҫитнӗ. Кашнин хулара хваттер пур пулин те ашшӗ-амӑшӗ патне яла кашни кун тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Культура отрасльне илсен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Михаил Мокшанов артист-вокалист «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнчи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Анатолий Гаврилова, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вулавӑшӑн заведующине Татьяна Кирилловӑна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникне Лариса Комиссаровӑна, Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Зоя Табаковӑна пама йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ.
Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр предприятири арманта рабочие ток ҫапнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: унта пӗр арҫын ҫӑнӑх миххине ҫӗлессишӗн явапли пулнӑ. Аппаратчик должноҫӗнче тӑрӑшаканскер ӗҫе электричество оборудованийӗпе пурнӑҫланӑ. Анчах ҫав хатӗр патне пыракан ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑран ӑна ток ҫапнӑ. Шар курни вилнӗ.
Предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн 77 ҫулти арҫын, техника директорӗ, яваплӑ пулнӑран ун тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, арҫын ҫав вӑхӑтра хӑйне епле тытнине ҫур ҫул сӑнаса тӑрӗҫ.
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева асӑнса Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Ҫак кун Михаил Васильевич ҫуралнӑ.
Турнира Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева, ывӑлӗ Иван Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов, Николай Николаев тата депутат пулнӑ Сергей Михеев килнӗ.
Сӑмах май, волейбол турнирӗ пӗлтӗр те иртнӗ. Анчах Михаил Васильевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче мар, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне турнира мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Елена Николаева пынӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре электрозарядка ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ станци ҫӗршывӑн центрӗ, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи регионсем тӑрӑх ҫӳрекен машинӑсемшӗн меллӗ.
Зарядка станцийӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Унпа харӑсах икӗ машина усӑ кураять. Вӑл кирек епле электрокар валли те меллӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ порт вырнаҫтарнӑ.
Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.
Паянхи куна илсен, пирӗн ҫӗршывӑн 23 регионӗнче 125 электрозаправка ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |